План недели чувашского языка с 19 апреля по 25 апреля 2021 года

Ака уйӑхӗн 19 - мӗшӗнче Шупашкарти 12- мӗш вӑтам шкулта чӑваш чӗлхи эрни пуҫланчӗ.
6 В класри вӗренекенсем И.Я.Яковлев калавӗсемпе паллашрӗҫ .Калавӗсемпе паллашнӑ хыҫҫӑн ӳкерчӗксен конкурсне хутшӑнчӗҫ.

 

5 Б класри вӗренекенсем ака уйӑхӗн 20- мӗшӗнче Чӑваш республикин наци библиотекине кайрӗҫ.Унта вӗсем чӑваш тракторӗн куннеле паллӑ турӗҫ.Ун    хыҫҫӑн ачасем библиотекӑри хаклӑ тата  сайра тӗл пулать кӗнекесене кӗрсе курчӗҫ.

Ака уйӑхӗн 22 - мӗшӗнче  Шупашкарти 12- мӗш вӑтам шкул ачисем А.Барто  библиотекине  кайрӗҫ .Унта вӗсем "И.Я.Яковлев ӗҫӗсемпе кӗнекисем"выставкипе паллашрӗҫ.  "Чӑваш Республикин символӗсем"викторинӑра хутшӑнчӗҫ.Шупашкарӑн 12-мӗш шкулӗнче ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа 23- мӗшӗччен Чӑваш чӗлхи эрни иртрӗ. Ҫак эрнене Ҫӗнӗ ҫырулӑх йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалларӗҫ.
Ҫак вӑхӑтра шкул ачасем тӗрлӗ ӗҫсем пурнӑҫларӗҫ: конкурссемпе викторинӑсене хутшӑнчӗҫ, презентацисем хатӗрлерӗҫ. Чӑваш чӗлхи эрни логотипне тӑвас енӗпе 8 А класра вӗренекен Гришина Аньӑпа Рыхина Аринӑна ҫитекен пулмарӗ. Пуҫламӑш класра вӗренекенсем "Эпӗ чӑваш тумӗпе" фотоконкурса хастар хутшӑнчӗҫ.
Чӑваш чӗлхи эрни пурин кӑмӑлне те тивӗҫтерчӗ, ачасем ӑспа кӑна мар, чунпа та пуянланчӗҫ.

Чӑваш чӗлхи эрнинче 8В класра вӗренекенсем "Чӑваш чӗлхине пӗлекен маттурсем"  темӑпа интернет-викторинӑна хутшӑнчӗҫ. Маттурсен шутӗнче - Николаев Кириллпа Кудряшова Аня пулчӗҫ.

Чӑваш чӗлхи вӗрентекен Анисия Павловна Игнатьева хӑйӗн сайтӗнче ятарласа баннер уҫрӗ.
Унти материалпа ҫак адреспа паллашать пулать: anisijaignateva.ru
Баннер
"Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗ - Чӑваш чӗлхи эрни"